Урал сасси
+20 °С
Облачно

Пушкăртстанра «Сĕт кухнине» тивĕçлĕ аталантарма палăртаççĕ

Паянхи кун Пушкăртстанра пĕчĕк пепкесем  валли 134 «Сĕт кухни» ĕçлет. Вĕсен шучĕ çулсерен ÿссе пырать. Кăçал февраль уйăхĕнче çакăн пек социаллă пĕлтерĕшлĕ вырăнсене Благовещенскпа Учалă хулисенче уçнăччĕ. Кун пирки республика Пуçлăхĕ Радий Хабиров хăйĕн социаллă сечĕсенче те пĕлтерчĕ.

Пушкăртстанра «Сĕт кухнине» тивĕçлĕ аталантарма палăртаççĕПушкăртстанра «Сĕт кухнине» тивĕçлĕ аталантарма палăртаççĕ
Пушкăртстанра «Сĕт кухнине» тивĕçлĕ аталантарма палăртаççĕ

«Совет саманинче анлă сарăлнă «Сĕт кухнине» эпир  Пушкăртстанра 2019 çулта çĕнĕрен йĕркелесе ятăмăр. Çак вăхăт хушшинче вăл çемьесемшĕн лайăх пулăшу инструменчĕ пулса тăчĕ. Иртнĕ çул çеç республикăра пурăнакан 20,8 пин çын тÿлевсĕр продукци илме пултарнă, çав шутра 1,5 пинĕшĕ СВОна хутшăнакан çар çыннисен тăванĕсем. Пурĕ вара, 7 çул хушшинче, 120 пин çын «Сĕт кухнипе» усă курнă.

«Сĕт кунин» тепĕр енĕ вăл –лайăх бренд, ăна çынсем шанаççĕ. Çакă предприятине аталанма май парать. Çĕнĕ апат-çимĕç туса кăлараççĕ, ачасем валли çеç мар. Çав шутра – сĕт, пылак йогурт, çу, кефир. Кондитер çимĕçĕсем те хатĕрлеççĕ – маффинсем, кулич, печени, квас та пур. Белорецкри заводра сыр та тăваççĕ. Çывăх вăхăтра Тури Кигире классикăллă тата пыл хушнă кăмăс хатĕрлеме пуçлаççĕ.

Тепĕр пилотлă проект çинче те чарăнса тăмалла. Ÿт-пÿ йывăрăшĕпе çителĕксĕр виçеллĕ ачасене сиплĕ апат-çимĕçпе тивĕçтерессине пурнăçа кĕртмелле. Эпир çак енĕпе ĕçлетпĕр», - тенĕ Радий Хабиров.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас