

Усламçă Ĕпхÿри физкультура институтĕнче пĕлÿ илнĕ, хăна çурчĕпе çыхăннă бизнесра ĕçленĕ. Анчах унăн тĕп ĕмĕчĕ ачасене килти выльăх-чĕрлĕх урлă тĕнчене тĕпчеме, ашшĕ-амăшĕсемпе çут çанталăкра вăхăта усăллă ирттерме май паракан ферма уçассипе çыхăннă пулнă. Нумай ача амăшĕ хăйĕн çунатлă ĕмĕтне пурнăçа кĕртнех.
- Пысăк та туслă çемье çулталăкĕнче çемье фермине уçнă май ачасене килти чĕр чунсене тытса пăхма, вĕсене апатлантарма май паракан хутлăх йĕркелесшĕнччĕ. Вĕсем гадждетсемпе усă курмасăр тĕнчене тĕпчĕç, - пĕлтернĕ хăйĕн шухăшне Лиана Ишмухаметова.
Лиана Ишмухаметова субсиди укçипе фермăра усракан чĕр чунсем тата кунта килсе çÿрекенсем валли хăтлă услови йĕркеленĕ. Паянхи кун фермăра 50 ытла чĕр чун пурăнать: «француз таки» ăратлă кроликсем, Китай чăххисем, кĕрккесем.
Асăннă ферма нумай функциллĕ лапам пек ĕçлет: ачасем валли экскурсисем йĕркелеççĕ, чĕрĕ çăмартапа кĕркке туянса вĕсенчен вырăнтах апат пĕçерсе çиме пулать. Усламçăн малашлăх планĕсем чĕр чунсен шутне ÿстерессипе, кулинари мастер-класĕсемпе ача-пăча уявĕсем ирттерессипе çыхăннă.