Урал сасси
+12 °С
Уҫҫӑнах

Тренер усламçă ĕç-хĕлне туртăннă

Дуван районĕнчи Дуван салинче пурăнакан Алексей Гордеев 25 çул хушши тренер пулса ĕçленĕ, армрестлинг тата троеборье секцисенче пулас чемпионсене хатĕрленĕ. Унăн воспитанникĕсем республика, Раççей тата Пĕтĕм тĕнче шайĕнчи ăмăртусенче палăрса медальсемпе кубоксем çĕнсе илнĕ.

Тренер усламçă ĕç-хĕлне туртăннăТренер усламçă ĕç-хĕлне туртăннă
Тренер усламçă ĕç-хĕлне туртăннă

Анчах иртнĕ çулхине Алексей усламçă ĕç-хĕлне туртăннă, вутă хатĕрлес тата ăна сутас енĕпĕ çыхăннă проекта пурнăçа кĕртме шут тытнă. Хăйсен çине ĕçлекенсем статуса тивĕçнĕ хыççăн Дуван район администрацине çитнĕ, хăйĕн ĕçне пуçарса яма пулăшу ыйтнă. Социаллă контрактпа килĕшÿллĕн паракан субсидипе арçын вутă çурмалли хатĕр тата бензинпа ĕçлекен генератор туяннă.

 - Паянхи кун унăн ĕçĕ тупăш парать, продукцие çулталăкĕпе ыйтакансем пур, - ăнлантарса панă муниципалитет бизнес-шерифĕ Юния Валиева.   

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас