

Нумайăшсем çак программа тивлечĕпе пĕрремĕш хут çеç мар хурçă ут хуçи пулса тăраççĕ. Çавăнпа та патшалăх пулăшăвне пысăка хурса хак параççĕ.
Автомобиле 7 çула уйăраççĕ. Çакăн хыççăн ăна çĕннипе улăштараççĕ, енчен те медицина тĕрĕслевĕ хыççăн çыннăн сывлăхĕ хавшаман тата тухтăр сусăр çынна руль умне ларма ирĕк панă пулсан.
Транспорт хатĕрĕ уйăрса пама ыйтса заявление Патшалăх пулашăвĕ (Гоуслуги) портал урлă е Раççейри социаллă фондăн республикари уйрăмĕн клиент службине çырмалла. Хушма информацине 8 800 100 00 01 телефон номерĕпе ыйтса пĕлме пулать.
Сăмах май, регионта ĕç вырăнĕнче сусăрланнисен шучĕ чакнине пĕлтернĕ.
Юрий СНЕГОПАД.