Урал сасси
+30 °С
Ясно

Пушкăртстанри пенсионерсем кашни уйăхра 26 млрд тенкĕ ытла тÿлев илеççĕ

  Республикăра пурĕ 1,1 млн çынна тĕрлĕ пенси тÿлевĕпе тивĕçтернĕ.

Пушкăртстанри пенсионерсем кашни уйăхра 26 млрд тенкĕ ытла тÿлев илеççĕПушкăртстанри пенсионерсем кашни уйăхра 26 млрд тенкĕ ытла тÿлев илеççĕ
Пушкăртстанри пенсионерсем кашни уйăхра 26 млрд тенкĕ ытла тÿлев илеççĕ

Раççейри Социаллă фондăн Пушкăртстанри уйрăмĕ кашни уйăхра тивĕçлĕ канури çынсене пенси тÿлеме 26 млрд тенкĕ уйăрать. 2026 çулхи пĕрремĕш çур çулта пенси тÿлевĕсем тума 157 млрд тенкĕ ытла нухрат тăкакланă тесе пĕлтернĕ РФ Социаллă фондăн регионти уйрăмĕн ертÿçи Фаниль Вахитов.

Асăннă ведомствăра кăçал пенсине тухакан çынсен ÿсĕмĕ хĕрарăмсен - 59 çул, арçынсен 64 çул пулмаллине асăрхаттарнă. Çавăн пекех  вĕсен ĕçри страхлав стажĕ 15 çулран тата пенси коэффициенчĕ 30-тан  кая мар пулмалла. Ĕç стажне ĕçленĕ кунсем çеç мар, страхламан тапхăрсем те кĕреççĕ. Çав шутра ача çуратнă хыççăн 1,5 çул пепкене, ĕçлеме пултарайман çынна пăхни тата салтакра пулни шута илĕнет. Вĕсемшĕн те пенси коэффициенчĕсем пулĕç

Аса илтеретпĕр, пенси тÿлевне тĕрлĕ майпа илсе çитереççĕ. Кашни çын ăна кирек хăш вăхăтра та хăй суйласа илет. Çакăн валли «Патшалăх пулăшăвĕнче» («Госуслуги»), Нумай функциллĕ центрсенче е  Социаллă фондăн клиент службинче заявлени çырса памалла çеç. Паянхи кун пенсионерсен 76 проценчĕн тÿлевĕсем банк счечĕ çине килеççĕ, 24 проценчĕ «Раççей почти» урлă илет.

Сăмах май, август уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа пенсионерсен виçĕ категорийĕн пенси тÿлевĕ ÿсмелле.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас