+28 °С
Пӗлӗтлӗ


Пулă ĕрчетес ĕçре патшалăх пулăшăвĕ пысăк витĕм кÿрет. Çапла Пушкăртстанри пулă тытас енĕпе агротуризм проекчĕсене пурнăçа кĕртме 17, 4 млн тенкĕ уйăрнă. Унсăр пуçне юлашки 6 çул хушшинче фермер ĕçне тин çеç пуçăннă 14 çынна пулă ĕрчетме 43 млн тенкĕлĕх грант пулăшăвĕ панă.
Росстат кăтартăвĕсемпе килĕшÿллĕн 2024 çулта Пушкăртстанра çулталăкне пĕр çын вăтамран 26,2 килограмм пулă тата пулă продукцийĕ çинĕ. Çав вăхăтра суту-илÿ вырăнĕсенче çĕршывра туса кăларнă продукцин пайĕ 100 процента çитнĕ. Çакă вырăнти продукци пахалăхлă пулнине çирĕплетет.