

Унччен маларах, 2020-2024 çулсенче, «Çурт-йĕр тата хула хутлăхĕ» наци проекчĕ шайĕнче кунта ача-пăча тата спорт лапамĕсем йĕркеленĕ. «Предприниматель сехечĕн» пĕтĕмлетĕвĕсемпе килĕшÿллĕн усламçă 300 пин тенкĕлĕх субсиди илме тивĕçнĕ. Алексей Фролов патшалăх пулăшăвĕпе усă курса тасатмалли техникăпа сад-пахча хатĕрĕсем туяннă.
Парка çÿрекенсем валли паянхи куна тивĕçтерекен беседкăсем, обществăлла апатлану валли суту-илÿ объекчĕсем вырнаçтарнă. Халĕ «Çар Мухтавĕн» паркĕ концертсемпе ача-пăча тата тематика мероприятийĕсем ирттермелли лапама çаврăннă.
Алексей Фролов малалла та территорие хăтлăх кĕртме, кану валли хушма беседкăсем туянма палăртать.