Урал сасси
+23 °С
Ясно

Пулăшу центрĕсем 37 муниципалитетра уçăлнă

Республикăра ятарлă çар операци ветеранĕсен 75 процентне ĕçпе тивĕçтернĕ. Паянхи кун тĕлне 3035 çынна ĕçе вырнаçтарнă. Çакăн çинчен республика правительствинче пĕлтернĕ.

Пулăшу центрĕсем 37 муниципалитетра уçăлнăПулăшу центрĕсем 37 муниципалитетра уçăлнă
Пулăшу центрĕсем 37 муниципалитетра уçăлнă

ПР правительствин премьер-министрĕ Андрей Назаров палăртнă тăрăх, республикăра СВОна хутшăннисене тата вĕсен çемйисене пулăшмалли комплекслă система йĕркеленĕ. Унта 99 пулăшу мери кĕрет. Вĕсенчен 55-шне хамăр республикăра уйăраççĕ.
Паянхи кун тĕлне 37 муниципалитетра СВОна хутшăннисене пулăшмалли центр уçнă тата 29 муниципалитетра вĕсене çывăх вăхăтра йĕркелĕç. Регион правительствин вице-премьерĕ Руслан Хабибов объектсене хута ярассине васкатма, вĕсене хатĕрлĕхĕпе çеç мар, тулли ĕçĕпе тивĕçтерме ыйтнă.
– Асăннă центрсем çын хăш ыйтупа пырсан та хуравпа пулăшу илмелли вырăн пулмалла. Организацие уçни çеç çителĕксĕр, специалистсен командине йĕркелени кирлĕ, «Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисем» патшалăх фончĕпе, ĕçпе тивĕçтерекен центрсемпе, «Çемье» службипе, çар комиссариачĕсемпе тата обществăлла организацисемпе çыхăну йĕркелемелле. Чи кирли – ятарлă çар операцине хутшăннă çыннăн е çемье пайташĕсен ыйтăвĕсене пĕтĕмпе татса париччен вĕсемпе юнашар пулни, – тенĕ Руслан Хабибов.
Ĕçпе тивĕçтернĕ СВО ветеранĕсенчен 2333-шĕ тара илнĕ ĕçре тăрăшаççĕ, 700 ытла çын уйрăм предприниматель пулса тăнă, хушма хуçалăх тытса пыракансем хăй тĕллĕн ĕçлекен пек регистрациленнĕ. Ветерансене ĕçпе тивĕçтерессипе Мелеуз, Янаул районĕсем тата Салават хули малта пырать, унта кăтартусем 80 процентпа танлашаççĕ.
Инга АЛЕКСЕЕВА.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас