Урал сасси
+20 °С
Облачно
Патшалăх пулăшăвĕ
26 Августа , 09:00

СВО ветеранĕ хăйĕн ĕçне уçнă, çынсене телейлĕрех тăвать

Салават хулинчи ятарлă çар операцийĕн ветеранĕ Иван Зуев фронтран таврăнсан усламçă ĕç-хĕлне пуçарса янă. Çакăн пирки СВО ветеранĕсен ассоциацийĕ каласа панă.

СВО ветеранĕ хăйĕн ĕçне уçнă, çынсене телейлĕрех тăватьСВО ветеранĕ хăйĕн ĕçне уçнă, çынсене телейлĕрех тăвать
СВО ветеранĕ хăйĕн ĕçне уçнă, çынсене телейлĕрех тăвать

Иван Зуев хăй ирĕкĕпе ятарлă çар операцине хутшăннă. Вăл икĕ çул хушши Луганск Халăх Республикинче çар задачисене пурнăçланă, стрелок  пулнă, штурм операцийĕсене хутшăннă.

СВО ветеранне социаллă контракт хăйĕн ĕçне уçма пулăшнă. Паянхи кун унăн бригади, ятарлă çар операцийĕн ветеранĕсенчен тăракан ушкăн, тăватă çынран тăрать, карăнакан маччасем тăвать. Коллектив уйăхне 40-50 заявка пурнăçлать.

Çав вăхăтрах Иван ертсе пыракан ушкăн хваттерсемпе суту-илÿ павильонĕсене юсать. Асăннă бригадăра ултă çын ĕçлет.

 - Мана çынсене телейлĕрех тума пултарни килĕшет. Ĕçе пурнăçланă  хыççăн вĕсен телейлĕ куçĕсем çине пăхсан чун савăнать. Çынсене тĕнчере ырлăх пуррине кăтартса парасшăн, - пĕлтернĕ хăйĕн шухăшне ветеран.       

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас