Урал сасси
+10 °С
Ясно
Патшалăх пулăшăвĕ
28 Августа , 04:00

Тăлăх ачасем валли

2026 çулта республикăра 756 тăлăх ачана çурт-йĕр уйăрса парĕç. Çав вăхăтрах 321-не хваттерсемпе тивĕçтернĕ тесе пĕлтернĕ ПР премьер-министрĕ Андрей Назаров. Палăртнине пурнăçа кĕртме 2,9 миллиард тенкĕ уйăрнă.

Тăлăх ачасем валлиТăлăх ачасем валли
Тăлăх ачасем валли

– Паянхи кун Пушкăртстанра ашшĕ-амăшĕсĕр юлнă 7 835 ача хваттер илме черетре тăрать, 5 346-шĕн асăннă пулăшупа усă курма вăхăчĕ çитнĕ. Ятарлă çар операцине хутшăнакан тăлăх ачасене пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Вĕсем черетре тăмасăр хваттер илме е çурт-йĕр сертификачĕпе усă курма пултараççĕ. Патшалăх пулăшăвĕпе 225 çын усă курнă, вĕсенчен 32-шĕ - кăçал, – тенĕ Андрей Назаров.
Регионти Министрсен Кабинечĕн пуçлăхĕ палăртнă тăрăх, Зианчурапа Калтасă, Кармаскалăпа Федоровка, Буздякпа Кугарчă районĕсенче тата Нефтекамскпа Сибай хулисенче çурт-йĕр туянмалли килĕшÿсене алă пусса çирĕплетнĕ.
– Ыттисен те ырă тĕслĕхе тĕпе хумалла. Хуласемпе районсене декабрь уйăхĕн 1-мĕшĕччен уйăрса панă укçа-тенке ĕçе кĕртме хушу патăм. Строительство министерствин çак ыйтăва тимлесе тăмалла, – палăртнă Андрей Назаров.
Ирида НОВИКОВА.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас