Урал сасси
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Пирĕн туссем
22 Октябрӗн , 11:00

Поэзи кĕтесĕ

Федоровка тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ Зинаида Сурпан çыравçăн сăввисем тарăн шухăшлă та чăн пурнăçри пулăмсемпе çыхăннă. Темле хăйне евĕр философи тĕшши пытаннă вĕсенче. Хайлавсенчи йĕркесем вулакана, ватти-вĕтти таран, хурапа шурра, ырăпа усала уйăрма, çынлăхпа чунлăх, чăнлăхпа тĕрĕслĕх, ăш пиллĕхпе юрату, ыр кăмăллăхпа пархатарлăх ăнлавсене хаклама вĕрентеççĕ. Эпир, унăн ĕçĕсене хак паракансем, Зинаида Николаевнăна малашне те пултарулăх ĕçĕнче ăнăçу сунатпăр, тăван чĕлхепе поэзи сăпкинче ярăнтарнăшăн тав тăватпăр.

Поэзи кĕтесĕ
Поэзи кĕтесĕ

Эп кама-тӑр килӗшмеп-тӗр,
Кам-тӑр мана килӗшмест...
Хама килӗшменпе пурпӗр
Манӑн хирӗҫес килмест.
Мӗншӗн вара кашниех
Килӗшмелле тет мана?!
Мӗншӗн эпӗ кашнинех
Килӗшмелле яланах?!
Сар хӗвел те юраймасть те
Кашнинех нумай чухне:
Пӗри сулхӑна тарать те
Тепри хӗрсех хӗртӗнет.
Ӑҫтан ман юрамалла
Кашнинех ҫак пурнӑҫра?
Епле таса пулмалла
Пӑтранса... пӑтранчӑкра?!
Кама кирлӗ – килӗштерӗ
Ӑнланаканӗ мана.
Ҫитӗ ҫакӑ! Ылтӑн ҫӗрӗ
Мар эп юрама ҫынна!

***

Таҫта инҫетре кӗрлет
юнлӑ вӑрҫӑ,
Таҫта инҫетре ҫунать
тимӗр, хурҫӑ...
Кунта вара лӑпкӑ, сар кайӑк
юрлать,
Кунта таҫти вӑрҫӑ...
ҫитмессӗн туйăнать...
Анчах та вӑл ҫитнӗ
ҫав вӑрҫӑ кунта!
Вӑл кӗнӗ тахҫан
санӑн алӑкунтан!
Сан алӑкунтан-ҫке
кӗреҫҫӗ вӗсем
Уҫма юраман
салтак тупӑкӗсем...
Кунта! Хура хурлӑх,
кунта вӑл! Кунта!
Кунта кӑшкӑрса йӗрет
шӑплӑх, кунта!
Кунта! вӑхӑтсӑр шуралаҫҫӗ
вӗсем,
Салтак амӑшсем,
салтак мӑшӑрӗсем...
Кунта-ҫке! Çумрах, кур,
ҫӳреҫҫӗ вӗсем
Таҫти, таҫти вӑрҫӑн
тӑлӑх ачисем...
Таҫта инҫетре кӗрлет
юнлӑ вӑрҫӑ,
Таҫта инҫетре ҫунать
тимӗр хурҫӑ...
Ах, ҫук! Таҫта мар, таҫти
вӑрҫӑ – кунта!
Кунта вӑл! Вӑл кӗнӗ
сан алӑкунтан!
Ҫакна эс, тӑванӑм,
вӑран та ӑнлан!
Кунтан пулӑшсамччӗ,
пултарнӑ таран,
Мӗнпе-тӗр, мӗнле-тӗр
фронта эс тылран!
Зинаида СУРПАН.

Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас: