Пушкăртстанри çар çыннисем фашистла Германие çĕнтерес тесе пысăк тÿпе хывнă. Пушкăрт АССРĕнчен фронта 700 пин ытла çын тухса кайнă, вĕсенчен 300 пине яхăн çын ĕмĕрлĕхех вăрçă хирĕнче выртса юлнă. 200 пин салтака орденсемпе тата медальсемпе наградăланă, вĕсенчен 278-не Совет Союзĕн Геройĕ ята панă, 35-шĕ Мухтав орденĕн тулли кавалерĕсем пулса тăнă.
Пушкăрт АССРĕнче йĕркеленнĕ çар формированийĕсен салтакĕсен паттăрлăхне уйрăммăн асăнса хăвармалла. Сăмахран, вăрçăн иккĕмĕш кунĕнче Çтерлĕ хулинче йĕркеленĕ 170-мĕш пăшал дивизийĕ Латвипе чикĕре вырнаçнă нимĕç çарĕсен тапăнăвне паттăрăн йышăннă. Минигали Шаймуратов генерал-майор ертсе пынă 112-мĕш кавалери дивизин паттăрла ĕçĕсем тĕнчипе паллă. Дивизи хастарĕсем Берлина çити утса тухнă.
«Пурне те ятран аса илер» проект Тăван çĕршыва хÿтĕлеме тухса кайнă паттăрсем çуралнă районсемпе хуласене пĕрлештерет. Пултарулăх ушкăнĕ Пушкăртстанри çар комиссариачĕсемпе тачă çыхăнса ĕçленĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине чĕнсе илнисен списокне хатĕрленĕ. Çапла Элшей районĕнчи салтаксене çеç 42 ролик халалланă.
Кашни хÿтĕлевçĕн ячĕ тата унăн паттăрлăхĕ историе çырăнса юлĕ: Тăван çĕршыва хÿтĕленисене асра тытса çулталăк хушши 1500 ролик кăтартĕç.