«Асатте Мияки районĕнчи Тимеш ялĕнче 1910 çулта çуралнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланичченех вăл вăрçă-харçă мĕн иккенне пĕлнĕ, унăн кăмăлне советпа финн кампанине хутшăнни çирĕплетнĕ. 1941 çулхи июнь уйăхĕнче пирĕн çĕршыва фашистла Германи тапăнсан опытлă командир тата политĕçченĕ Виктор Гурьянов фронта тухса кайнă. Пĕрремĕш кунранах вăл Хĕвел анăç енчи фронт йышĕнче тăнă. Нимĕç çарĕсен тĕп вăйĕ шăпах унта вырнаçнă пулнă. 1940 çулхи февраль уйăхĕнче В.Д. Гурьянов 422-мĕш стрелоксен дивизи ротин политрукĕ пулса çапăçнă, 1941 çулхи сентябрь уйăхĕ тĕлне – сывлăшпа десант бригадин 8-мĕш батальонĕн комиссарĕ. 1941 çулхи кĕркунне Мускав çывăхĕнче хаяр çапăçусем пынă. Виктор Данилович комиссар пулнă май салтаксене кăмăл-сипет тĕлĕшĕнче хавхалантарнисĕр пуçне паттăрлăх кăтартса хăй те ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăнă. Каярах асаттене Мускава хÿтĕленĕшĕн медаль парса чысланă. 1942 çулхине çывăх çыннăмăр 48-мĕш гварди стрелокĕсен дивизийĕн 138-мĕш гварди стрелокĕсен полкĕн политпай батальонĕн командирĕн çумĕн тивĕçне пурнăçланă. 1943 çулхи апрель уйăхĕнче ăна паттăрлăхшăн тата ертÿçĕ ăсталăхĕшĕн Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăланă. Вăл çав вăхăтри пысăк наградăсенчен пĕри шутланнă. Кăнтăр-Хĕвеланăç фронтĕнчи хаяр çапăçусем хыççăн Виктор Даниловича (1942-1943 çулсем) тыл пайне куçарнă. Анчах уншăн вăрçă çакăнпа кăна вĕçленмен. 1945 çулхи август уйăхĕнче СССР Японипе вăрçă пуçласан вăл каллех передовойне тухса кайнă. Хальхинче вара Аякри Хĕвелтухăç фронтĕнче çапăçнă. 214-мĕш çар артиллери бригадин йышĕнче Квантунск çарне аркатнă, çакăншăн «Японие çĕнтернĕшĕн» медаль илнĕ.
1948 çулта Гурьянов майора сывлăхĕ начар пулнипе демобилизациленĕ. Вăрçă суранĕсем унăн сывлăхне самаях хавшатнă. Апла пулин те вăл тăван тăрăха таврăнсан алă усса ларман. 1949 çултан пуçласа 1952 çулччен «Комсомолец» колхоза ертсе пынă, çĕршыва ура çине тăма пулăшнă. Виктор Даниловичăн мăшăрĕ Елена Тимофеевна Тимеш шкулĕнче чылай çул хушши вĕрентекен пулса ĕçленĕ. Асанне, Пишпÿлек районĕнче çуралса ÿснĕскер, хастар пулнипе çамрăк качча илĕртнĕ. Çамрăксем паллашнă хыççăн вăхăта сая яман, часах туй вылянă. Çемье асатте çуртĕнче пурăнма пуçланă. Гурьяновсен виçĕ ача, икĕ ывăлпа пĕр хĕр, çуралнă.
Фронтра ирттернĕ çулсем сывлăха начар витĕм кунĕ, вăл палăрмаллах хавшанă. 1952 çулхи май уйăхĕн 12-мĕшĕнче пирĕн çывăх çыннăмăрăн чĕри вăхăтсăр тапма чарăннă. Виçĕ вăрçа хутшăннă, çĕршыв умĕнчи парăма чăтăмлăхпа тата хăюлăхпа пурнăçланă çын хăйĕн хыççăн астăвăм хăварчĕ. Орденсемпе медальсем унăн еткерлĕхĕн пĕр пайĕ çеç шутланаççĕ. Чи пĕлтерĕшли вара – паттăрлăхпа çирĕплĕх тата Тăван çĕршыва парăннин тĕслĕхĕ. Эпир, унăн мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсем, ăна салтак пек кăна мар, мирлĕ фронтра та хăйĕн çĕршывне парăннă çын пек асра тытатпăр».
Зульфия БАЙКУЧКАРОВА.
Мияки районĕ, Тимеш ялĕ.