Аслă Çĕнтерÿ кунĕ
20 Апреля 2022, 03:45

Пушкăртстанра пĕрремĕш çутçанталăк пушарне шута илнĕ

Инкеклĕ лару-тăру министерствин республикăри управленине вăрманта пĕрремĕш çутçанталăк пушарĕ тухни çинчен хыпар çитнĕ. Вăл Баймак районĕнчи Крепостой лестничесвинче алхаснă.

Пушкăртстанра пĕрремĕш çутçанталăк пушарне шута илнĕПушкăртстанра пĕрремĕш çутçанталăк пушарне шута илнĕ
Пушкăртстанра пĕрремĕш çутçанталăк пушарне шута илнĕ

- Вут-çулăм вырăнне тупса палăртнă вăхăтра унăн лаптăкĕ 0,5 гектарпа танлашнă. Пушар çывăхĕнче 7 çухрăмра Ишбирда ялĕ вырнаçнă. Вут-çулăм çынсемшĕн хăрушлăх кăларса тăратман. Унсăр пуçне пушар çулне пÿлме хайлавлă (искусственный) чăрмав пур – ку вăл тăпра çул, - тесе пĕлтернĕ инкеклĕ ĕçсен ведомствинче.

Пушара сÿнтернĕ çĕре 18 çын тата икĕ техника хутшăннă.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас