Урал сасси
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Аслă Çĕнтерÿ кунĕ
22 Апрелӗн 2022, 09:40

Районсенчи çулсене йĕркене кĕртме - 5-шер миллион тенкĕ

2022 çулта 54 яллă районсене вырăнти çулсене тикĕслесе йĕркене кĕртме регион бюджедĕнчен 5-шер миллион тенкĕ уйăрса парĕç тесе пĕлтернĕ Пушкăртстан Пуçлăхĕ республикăри муниципаллă пĕрлĕхсен 12-мĕш съездĕнче. Вăл ĕнер, апрель уйăхĕн 21-мĕшĕнче, Ĕпхÿре иртнĕ.

Районсенчи çулсене йĕркене кĕртме  - 5-шер миллион тенкĕ
Районсенчи çулсене йĕркене кĕртме - 5-шер миллион тенкĕ

Радий Хабиров каланă тăрăх, кăçал тĕрлĕ санкцисемпе хĕснине пăхмасăр республикăра ялсене кадрсемпе тивĕçтерес енĕпе пĕр программăна та чарса лартман. Вĕсем пурте ĕçлеççĕ.

Рф Президенчĕн программипе килĕшуллĕн икĕ çул хушшинче Пушкăртстанра 190 вĕрентÿ учрежденине тĕпрен юсамалла. Çак ĕçсене тума федераллă бюджетран 9,2 млрд тенкĕ нухрат килмелле.

- Çакă вăл пысăк укçа, уншăн пирĕн Президента тав тумалла. Сăмахран, эпир хамăр çак ĕçсене тума республика бюджедĕнчен 600 млн тенкĕ çеç уйăрма пултараттăмăр. Танлаштарса пăхăр, мĕнле пысăк уйрăмлăх, - тенĕ Радий Хабиров.

Раççейре республика «Интернетпа усă курмалла тăвасси» («Доступный интернет») программа йышăннă пĕртен-пĕр регион шутланать. Иртнĕ çул 262 яла тата 25 пин кил-çурта интернет çитерме пултарнă. Кăçал 65 ялта мобильлĕ кĕсъе телефонĕн операторĕсен станцийĕсене хута ямалла, ку вăл Раççейре чи пысăк кăтарту. Уйрăмах медицина пулăшăвĕ парасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ -  250 фельдшерпа акушер пункчĕ уçнă.

Республика пуçлăхĕ ял-саласене тирпей-илем кĕртесси çине пысăк тимлĕх уйăрнине палăртнă. Вăл муниципалитетсен пуçлăхĕсене вырăнти пуçарусене пулăшмалли программăпа анлă усă курма чĕнсе каланă.

Çулталăка яхăн «Атайсал – пĕчĕк тăван çĕршыв» маштаблă проект пурнăçа кĕрет. Хуласемпе ялсенчи пултаруллă та укçа-тенкĕ енчен тухăçлă ĕçлекенсем хăйсен ирĕкĕпе пĕчĕк тăван кĕтесне пулăшма кăмăл тăваççĕ. Раççейри 20 регионти  тата ют çĕршывсенчи 2100 ырă кăмăллă та тăван кĕтесе манман çын 5 пин ытла пуçарăва пурнăçа кĕртнĕ. Укçа-тенке куçарсан, тунă ĕçсен калăпăшĕ 570 млн тенкĕпе танлашать. Хальхи вăхăтра та 785 пуçарăва вĕçне çитерессишĕн тăрăшаççĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: