Инноваци проекчĕпе çулла «Сильные идеи для нового времени» форумра паллаштарĕç. Йăлана кĕнĕ йывăç целлюлоза хутпа пĕрлех малашне Раççейре чултан та хут тума пуçлĕç. Ăна известнякран тата наркăмăшлă мар полимертан хатĕрлĕç.
Известнякран чĕркемелли хулăн хут та, офисра усă курмаллине те, кĕнеке тата туалет хучĕ те тума юрать. Çак ĕçе анлăн хута янă хушăра унăн хакĕ ахаль хут пекех е йÿнерех те пулĕ. Çитменнине ун пек хут экологи тĕлĕшĕнчен сиенсĕр пулĕ.
Экономист пĕлтернĕ тăрăх, халĕ чул хута Японире туса кăлараççĕ. Ĕçе Узбекистанра та хута яма пулать. Унта известняк нумай. Ун пек проектсене Турцире те хатĕрленĕ.
РеспубликаБашкортостан#уралсасси#национальныепроекты#производительностьтруда