Республикăра «Вилĕмсĕр полк» акцине пуçтарăнса строя тăрасси 10 00 сехетре пуçланса 11 00 сехетчен тăсăлать. Тăван çĕршывăн Асла вăрçи вăхăтĕнче военкоматсем мобилизациленĕ салтаксене çар чаçĕсене кайма пухнă чухне пуçтарăнма шăпах пĕр сехет уйăрса панă пулнă. Колоннăсене йĕркелеме пуçламаллине пĕлтерекен сигнал вырăнне Юрий Левитан калаçма пуçлани тата «Священная война» юрă кĕвви пулать. Малалла вара вăрçă вăхăтĕнчи юрă-кĕвĕ янрĕ.
Тĕп хула мэрийĕ «Фашизма хирĕç кĕрешсе пуçĕсене хунисене çутă астăвăм» пĕтĕм республикăри церемони 11 00 сехетре пуçланассине пĕлтернĕ. Кунтах Шăплăх минучĕ те иртет. Ун хыççăн колоннăпа çуран утассине йĕркелĕç. Вăл «Çĕнтерÿ кунĕ» юрăпа пуçланмалла. Уяв колонни вырăнтан вырăна куçса пынă чухне вăрçă юррисемпе маршĕсем янрĕç. Церемоние хутшăнакан колонна Ленин лапамне çитсен пурте «Эпир – халăх çарĕ» («Мы – армия народа» юрра юрлĕç. Çакăн хыççăн «Вилĕмсĕр полк» малалла утма пуçлать.
Аса илтеретпĕр, алăра йытса пыракан ветерансен сăн ÿкерчĕкĕ колоннăра лайăх курăнтăр тесе ăна А3 форматпа тума сĕннĕ. Кам та пулсан çакна пурнăçлама пултараймасан, вăрçа хутшăннă çыннăн сăнĕпе (хушамачĕпе ятне кăтартса) бейдж хатĕрлеме пултарать. Çавăн пекех Георгий хăйĕвĕ пулмалла.
Кăçал май уйăхĕн 9-мĕшĕнче «Вилемсĕр полк» акци унччен йăлана кĕнĕ форматпа çĕршыври мĕнпур пысăк ялсемпе хуласенче иртет.
Юрий СНЕГОПАД.