Апрель уйăхĕн 25-мĕшĕнче паттăрăн ывăлĕ Анатолий Николаевич Павлов пуçарнипе тата çак йĕркесен авторĕ пулăшнипе Астăвăм паркне (ăна Паттăра тата Тăван çĕршывăн Аслă вăрçипе ытти çар хирĕç тăрăвĕсене хутшăннă салтаксене халалланă) никĕслеме пуçланă, 100 тĕп хырпа чăрăш йывăççи лартнă. Вĕсене çÿлерех асăннă проект командине кĕрекен, Ермеккей районĕнчи Эрехĕрри ялĕнче пурăнакан Александр Ильин чăваш хастарĕ илсе килнĕ. Слакпуç ялне ешĕл тумпа илемлетес, хăтлăрах тăвас ĕçе ялти ветерансен канашĕн председателĕ Вера Павлова, Валентина Маркелова, Инна Кузьмина, Александр Маркелов, Вера Павлова, Андрей Канистаркин ял хастарĕсем, Александр Ильин тата ытти çынсем хастар хутшăннă.
Çавăн пекех вулакансене паркри музей комплексĕнче Н.С. Павлов паттăрăн бюсчĕ пуласси çинчен тепĕр хут аса илтеретпĕр. Ăна хальхи вăхăтра Шупашкарта паллă чăваш скульпторĕн Федор Мадуровăн (шел пулин те, вăл кăçал февраль уйăхĕнче пирĕнтен уйрăлса кайрĕ) ывăлĕ Дмитрий Федорович пурнăçлать.
Маргарита ГРИГОРЬЕВА,
«Асра тытчăр» проект ертÿçин çумĕ.
Сызрань хули.