Ĕнер, май уйăхĕн 7-мĕшĕнче, сумлă çыннăмăра çывхарса килекен Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе хăй пурăнакан çурт умĕнче йĕркеленĕ парад вăхăтĕнче Çтерлĕ хула администрацин пуçлăхĕ Рустем Газизов саламланă.
- Эпир сирĕн паттăрлăхăрпа мăнаçланатпăр, сире пире ирĕклĕ çĕршывра пурăнма май туса панăшăн тав тăватпăр. Мухтав Çĕнтерÿçĕсен ăрăвне! Çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр тата ырлăх сунатпăр,- тенĕ хула пуçлăхĕ
Парада кадетсемпе çамрăк армеецсем, «Тăван çĕршыв» («Отечество») çарпа патриотизм пĕрлешĕвĕн, Обществăлла палатăн хастарĕсем, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин пайташĕсем хутшăннă. Çавăн пекех Николай Михайловича хулари чăваш наципе культура автономийĕ (ертÿçи – Оксана Федорова) саламланă, ырлăх-сывлăх тата тивĕçлĕ те канлĕ ватлăх суннă.
Юрий СНЕГОПАД.