Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Аслă Çĕнтерÿ кунĕ
8 Майӑн 2022, 09:10

Радий Хабиров Бакалă районĕнчи Совет Союзĕн Паттăрĕсене асăнса пуç тайнă

Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров Бакалă районĕнче пулнă май Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин паттăрĕсене (вĕсем ку тăрăхра уллттăн тата тăватă Мухтав орденĕсен тулли кавалерĕ) асăнса пуç тайнă, вĕсене халалласа уçнă аллейăри палăк умне чĕрĕ чечексем хунă.

Радий Хабиров Бакалă районĕнчи Совет Союзĕн Паттăрĕсене асăнса пуç тайнă
Радий Хабиров Бакалă районĕнчи Совет Союзĕн Паттăрĕсене асăнса пуç тайнă

Хăйĕн социаллă сечĕсенче вăл Бугабаш ялĕнче 95-мĕш ятарлă пограничниксен полкĕнчи 14-мĕш мотострелоксен ротинче хĕсметре тăнă Вассилий Ильич Утин автоматчик мемориалĕ умĕнче ÿкнĕ сăн ÿкерчĕке вырнаçтарнă. Сăмах май, вăрçă паттăрĕ 1918 çулта декабрь уйăхĕн 17-мĕшĕнче халĕ Давлекан районне кĕрекен Ивановка ялĕнче çуралнă, Бугабаш ялĕнче вĕрентекен пулса ĕçленĕ.

«Паттăрсене ĕмĕрех мухтав! Çамрăкла, ача çулĕсенче, фронта тухса кайса фашизма çĕнтернĕскерсене!»- тесе çырнă Радий Хабиров.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: