Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Аслă Çĕнтерÿ кунĕ
9 Майӑн 2022, 08:24

Ĕпхÿ чăвашĕсем генерала чысланă

Ĕпхÿ хулинчи чăваш хастарĕсем Çĕнтерÿ кунĕ умĕн хамăрăн ентеше, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин паттăрне Семен Акимович Иванов генерал-майора чысласа унăн вил тăпри çине (вăл Сергиевск масарĕ çинче вырнаçнă) чĕрĕ чечексем хунă.  

Ĕпхÿ чăвашĕсем генерала чысланă
Ĕпхÿ чăвашĕсем генерала чысланă

Сумлă церемоние Пушкăртстанри чăвашсен «Канаш» обществăлла организацийĕн ертÿçи Людмила Мурманская, ПР чăваш культура обществин пуçлăхĕ Юрий Михайлов, республикăри чăвашсен Канашĕ çумĕнчи ветерансен комиссийĕн председателĕ Борис Гордеев полици полковникĕ хутшăннă, пухăннисен умĕнче сăмах каланă. Çавăн пекех асăну мероприятине Павел Миронов ячĕллĕ чăваш вырсарни шкулĕн тата «Нарспи» халăх фольклорпа этнографи ансамблĕн хастарĕсем килсе çитнĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: