Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Аслă Çĕнтерÿ кунĕ
10 Майӑн 2022, 11:15

Ĕпхÿри Çĕнтерÿ кунне халалланă уяв фейерверкпа вĕçленнĕ

Аслă Çĕнтерÿ 77 çул çитнине халалласа ирттернĕ уяв программи Ĕпхÿре Конгресс-Холл умĕнче Раççей тата Пушкăртстан халăх артисчĕ Лев Лещенко пĕтĕм халăх юратнă «Çĕнтерÿ кунĕ» юрра юрланипе тата илемлĕ фейерверкпа вĕçленнĕ.

Ĕпхÿри Çĕнтерÿ кунне халалланă уяв фейерверкпа вĕçленнĕ
Ĕпхÿри Çĕнтерÿ кунне халалланă уяв фейерверкпа вĕçленнĕ

Вулакансене астутаратпăр, тĕп хулари майăн 9-мĕшĕнчи уявра савăнăçлă Çĕнтерÿ парачĕ, «Вилĕмсĕр полк Ĕпхÿ урамĕпе иртни, Раççей Геройĕн Минигали Шаймуратовăн палăкне лартмалли вырăна çĕр тултарнă гильза хурса хăварни тата уяв концерчĕ чи пĕлтерешлĕ  те асра юлмалли самантсем пулса тăнă.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: