Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Аслă Çĕнтерÿ кунĕ
12 Майӑн 2022, 10:08

Вăрçă ветеранне орденпа чысланă

Май уйăхĕн 8-мĕшĕнче РФ Ветерансен канашĕн Пушкăртстанри уйрăмĕн президиум хушăвĕпе килĕшÿллĕн А.Г. Николаев ячĕллĕ ветерансен союзĕн Çтерлĕ хулинчи уйрăмĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранне, Авăркас районĕнчи Çĕньял ялĕнче пурăнакан 98 çулхи Владимир Евстафьевич Романова Пĕтĕм Раççейри обществăлла организацийĕн чи пысăк наградипе, «Ветерансен юхăмĕнче тунă ĕçсемшĕн» орденпа, чысланă.

Вăрçă ветеранне орденпа чысланă
Вăрçă ветеранне орденпа чысланă

Владимир Евстафьевич хăй те асăннă организацийĕн хастарĕ шутланать. Ăна 1942 çулта çар ретне илнĕ, вăл Ĕпхÿри 30-мĕш запасри полка лекнĕ. Сержант звани илнĕ хыççăн чăваш каччи 148-мĕш стрелоксен дивизинче миномет ротинче тăшмана хирĕç çапăçнă. Вăл Белоруссипе Литвана, Хĕвел тухăç Пруссине тата нумай хулана тăшманран ирĕке кăларнă çĕре хутшăннă, Хĕрлĕ Çăлтăр орденне тата ытти медальсене тивĕçнĕ.
Мероприятие А.Г. Николаев ячĕллĕ ветерансен союзĕн Çтерлĕ хулинчи уйрăмĕн председателĕ В.Н. Михайлов, унăн пайташĕ В.А. Михайлова, Авăркас район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Г. Шагаретдинов, унăн социаллă ыйтусемпе тата кадрсемпе ĕçлекен çумĕ С.П. Цуканов, Ибраево ял хутлăх администрацин пуçлăхĕ Ю.Н. Ефимов, ĕç ветеранĕ Г.З. Орлов, районти вĕрентÿ уйрăмĕн пуçлăхĕ А.Р. Гилязетдинов, Авăркас районĕнчи çар комиссарĕ Н.А. Гималетдинов полковник тата район Канашĕн депутачĕ А.Г. Орлов хутшăннă.
Надежда РОДИОНОВА.
Авăркас районĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: