Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Аслă Çĕнтерÿ кунĕ
3 Майӑн 2023, 12:00

Ĕпхÿре уяв салючĕ кĕрлĕ

Пушкăртстан Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 78 çул çитнине паллă тума хатĕрленет. Çĕнтерÿ кунĕнче иртекен мероприятисемпе ПР правительствин премьер-министрĕн çумĕ Ирек Сагитов оперативлă канашлура паллаштарнă.

Ĕпхÿре уяв салючĕ кĕрлĕ
Ĕпхÿре уяв салючĕ кĕрлĕ

Уява паллă тăвасси 10.00 сехетре Ĕпхÿре Советски лапамĕнче Минигали Шаймуратов генерал палăкĕ умне чечексем хунинчен пуçланать. 11.00 сехетре Çĕнтерÿ паркĕнчи Ĕмĕрлĕх çулăмĕ умне чечексем хурĕç. Октябрь проспектĕнче майăн 9-мĕшĕнче иртекен çар çыннисемпе техникин парачĕ те пĕлтерĕшлĕ те кăсăк пулăм пулмалла. Пуçласа кăçал парад расчетне ятарлă çар операцие хутшăнакансемпе тинĕс пехотин кадет класĕсем хутшăнĕç. Унсăр пуçне Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи тата паянхи кун усă куракан тăхăр çар техникин колонни иртĕ. Парад пĕчĕк авиацин вертолечĕсемпе самолечĕсем вĕçсе иртнипе вĕçленмелле. Ленин площадĕнче май уйăхĕн 8-мĕшĕнче 14.00 сехетрен пуçласа майăн 10-мĕшĕччен 23.00 сехетчен ретро-техника куравĕ ĕçлĕ. Вырăс драма театрĕ умĕнче «Патриот» çарпа патриотизм паркĕн историшĕн пĕлтерĕшлĕ тата çуран çар техникине вырнаçтарĕç.
Майăн 9-мĕшĕнче «Пушкăртстан» патшалăх концерт залĕнче 15.00 сехетре республикăри ÿнер ăстисемпе эстрада артисчĕсен савăнăçлă концерчĕ пуçланать. 18.00 сехетре Советски лапамĕнче патриотла концерт йĕркелеççĕ. Мероприятисем 23.00 сехетре Ленин площадĕнче уяв салючĕ янипе вĕçленеççĕ. Уяв мероприятийĕсем Пушкăртстанăн мĕнпур районĕсемпе хулисенче иртеççĕ.
Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: