Урал сасси
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Аслă Çĕнтерÿ кунĕ
5 Майӑн 2023, 14:55

Республика шайĕнче иртнĕ шăплăх минучĕ пиншер çынна пĕрлештернĕ

Май уйăхĕн 5-мĕшĕнче 11.00 сехетре Пушкăртстан территорийĕнче пĕрлĕхлĕ сасăпа килĕшÿллĕн шăплăх минучĕ иртнĕ. Ăна Çĕнтерÿ кунне халалласа «Фашизма хирĕç кĕрешсе пуçĕсене хунă паттăрсен çутă астăвăмне асра тытса» гражданпа патриотизм церемонийĕ шайĕнче йĕркеленĕ.

Республика шайĕнче иртнĕ шăплăх минучĕ пиншер çынна пĕрлештернĕ
Республика шайĕнче иртнĕ шăплăх минучĕ пиншер çынна пĕрлештернĕ

Республикăра пурăнакан пиншер çын, ĕç коллективĕсемпе организацисем тата шкулсем, пĕр вăхăтрах Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçин паттăрĕсене сума суса тата асра тытса пĕрлешнĕ.

Шăплăх минучĕ вăл фашизма хирĕç кĕрешсе пуçĕсене хунă салтаксене асăнмалли, агрессипе нацизма йышăнма хирĕç тăнă ăрусене пĕрлештерекен, пĕтĕм этемлĕх хаклăхĕсене хÿтĕлекен символ шутланать.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин фронтне Пушкăрт АССРĕнчен 799 пин çын тухса кайнă, вĕсенчен 300 пинĕшĕ çапăçу хирĕнче пуçне хунă. Пушкăртстанри 278 салтака паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнăшăн Совет Союзĕн Геройĕ ята панă, 35-шĕ - Мухтав орденĕн тулли кавалерĕсем. Вăрçă çулĕсенче пирĕн ентеш Александр Матросов тĕлĕнмелле паттăрлăх кăтартнă. Пушкăртстанăн тепĕр ывăлĕ Миннигали Губайдуллин хастарлăхпа хăюлăх кăтартса ĕмĕрлĕхех чыс тата чап çĕнсе илнĕ.

Çакăн йышши акцие ирттерме «Раççейĕн Вилĕмсĕр полкĕ» юхăмăн регионти штабĕ йышăннă. Йĕркелÿçĕсем шучĕпе çакă республикăра пурăнакансене пĕрлештерме пулăшать.

Йăлана кĕнĕ «Вилĕмсĕр полк» вырăнне Пушкăртстанра «Вилĕмсĕр автополк» акцине хутшăнма сĕнеççĕ. Социаллă технологисен пушкăрт институчĕн студенчĕсем, волонтерсем, Ĕпхÿри патшалăх автоинспекцийĕн ĕçченĕсем акцие хутшăннă та. Вĕсем хăйсен паттăрĕсен сăн ÿкерчĕкĕсене автомобильсем çинче вырнаçтарнă.

«Вилĕмсĕр автополк» Çĕнтерÿ кунĕччен пырĕ. Унта кăмăл тăвакансем пурте хутшăнма пултараççĕ. Çакна тăвас тесен паттăрсен сăн ÿкерчĕкĕсене автомобилĕн хыçалти тата айккинчи чÿречисем, алăкĕсем çинче вырнаçтармалла.     

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: