Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Аслă Çĕнтерÿ кунĕ
8 Майӑн 2023, 13:40

Пушкăртстанри телеканалсем майăн 9-мĕшĕнчи мероприятисене тÿрĕ эфирта кăтартĕç

Май уйăхĕн 9-мĕшĕнче Ĕпхÿре пулса иртекен уяв мероприятийĕсене Пушкăртстанра пурăнакансем тÿрĕ эфирта пăхма пултараççĕ. БСТ телеканал, «Башкортостан-24» тата «Вся Уфа» каналсем Çĕнтерÿ кунĕнче Ĕпхÿ территорине кĕрекен çар гарнизонĕн салтакĕсемпе офицерĕсем, çар хирĕç тăрăвĕсене хутшăннă ветерансем, вĕрентÿ учрежденисенчи курсантсемпе кадетсем стройпа иртнине кăтартĕç. Трансляци 12.00 сехетре пуçланать.

Пушкăртстанри телеканалсем майăн 9-мĕшĕнчи мероприятисене тÿрĕ эфирта кăтартĕç
Пушкăртстанри телеканалсем майăн 9-мĕшĕнчи мероприятисене тÿрĕ эфирта кăтартĕç

19.00 сехетрен пуçласа телекуравçăсем тÿрĕ эфирта Пушкăртстанри ÿнер ăстисен «Вăйлисен вахăчĕ» («Время сильных»)  концертне хак пама пултараççĕ. Вăл тĕп хулан Советски лапамĕнче пулса иртет. 23.00 сехетре тÿрĕ эфирта уяв салютне курма пулать.

Унсăр пуçне çак кун тăрăшшĕпех телеканалсен эфирĕнче тÿрĕ лини урлă республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен тата çĕршывăн ытти хулисенчен уяв телемарафонĕ пырĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: