Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Çĕршывшăн чи пĕлтерĕшлĕ уяв çывхарать

Çулсем иртеççĕ, ăрусем ылмашăнаççĕ…Анчах Аслă Çĕнтерÿ наци мăнаçлăхĕн, çар мухтавĕпе хастарлăхĕн, пирĕн халăхăн чаплăхĕпе иксĕлми вăйĕн, совет салтакĕсен вилĕмсĕр паттăрлăхĕн символĕ евĕр Тăван çĕршывăн паттăрла летопиçне ĕмĕрлĕхе çырăнса юлнă.

Çĕршывшăн чи пĕлтерĕшлĕ уяв çывхарать
Çĕршывшăн чи пĕлтерĕшлĕ уяв çывхарать

Çакна асра тытса Ермекеей районĕнчи Кăратмас ялĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 79 çул çитнине халалласа чаплă мероприяти иртнĕ. Çĕнтерÿ уявĕн митингне ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Нурислам Тимиров уçнă. Вăл мероприятие пухăннисене Аслă Çĕнтерÿ уявĕпе саламланă. Çавăн пекех салам сăмахĕпе Ветерансен канашĕн председателĕ Ольга Павлова тата ял Канашĕн депутачĕ Рифмир Гайфуллин тухса калаçнă.

Сумлă хăнасем сăмах илнĕ хыççăн йăлапа килĕшÿллĕн вăрçă хирĕнче выртса юлнă ял çыннисене, çĕнтерÿçĕ салтаксене хисеплесе тата тав туса палăк умне чечексемпе кăшăл хунă. Унтан пухăннисем паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ салтаксене шăплăх минучĕпе асăннă.

Митинг хыççăн ял клубĕнче уяв концерчĕ иртнĕ. Сцена çинчен вăрçă юррисем янăранă. Вĕсене вырăнти «Шевле» фольклор тата вулавăш çумĕнче хăйсен ирĕкĕпе йĕркеленнĕ «Подруги» ушкăн шăрантарнă. Çавăн пекех мăн асаттесен паттăрлăхне аса илтерекен, ăна асра тытасси пирĕн тĕп тивĕç пулнине çирĕплетсе паракан сăвăсем вуланă. Кашни номерте Тăван çĕршыва хÿтĕлекене хисеплени сисĕннĕ.   

Çĕршывшăн чи пĕлтерĕшлĕ уяв çывхарать
Çĕршывшăн чи пĕлтерĕшлĕ уяв çывхарать
Çĕршывшăн чи пĕлтерĕшлĕ уяв çывхарать
Çĕршывшăн чи пĕлтерĕшлĕ уяв çывхарать
Çĕршывшăн чи пĕлтерĕшлĕ уяв çывхарать
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: