Унта Тăван çĕршывăн Аслă вӑрҫин тыл ӗҫченӗсем, вӑрҫӑ ачисем пухăннă. Вӗсем ачалăхне аса илнĕ, вӑрҫӑ ҫулӗсенчи йывӑр пурнӑҫ ҫинчен каласа панӑ. Мероприятине хулари чӑвашсен пӗрлӗхӗ (ертÿçи – Ирина Степанова) хастар хутшӑннӑ, йĕркелÿçи пулса тăнă. «Шуратăл çăлкуçĕсем» чӑваш ансамблӗ, çепĕç сасăллă Розалия Ефремова уяв программине юрӑсемпе илемлетнӗ. Салават хулинче пурӑнакан "Шуратӑл" литпӗрлешӳ пайташӗ Александр Порфирьевич Михайлов чăваш наци академикĕ чӑваш хастарӗсене хăй çырнă кӗнекесем парнелесе хавхалантарнӑ. Мероприяти вӑрҫӑра пуҫ хунисене асăнса шӑплӑх минучӗ йĕркеленипе вӗҫленнӗ.
Людмила МАРКИНА.
Салават хули.
Редакцирен. Аслă Çĕнтерÿ кунне халалланă мероприятисем Çтерлĕ, Ĕпхÿ хулисенче, Пелепейпе Пишпÿлек, Элшейпе Авăркас, Миякипе Ермеккей, Чекмагушпа Кармаскалă, Федоровкăпа Куюргазă, Давлекан районĕсенчи чăваш ялĕсенче те (редакцие килнĕ хыпарсем тăрăх) çÿллĕ шайра иртнĕ, вăрçăра вилнĕ паттăрсене асра тытса пуç тайнă. Паллах, эпир ытти районсемпе хуласем те çак чаплă та пелтерешлĕ уява тивĕçлĕ йĕркелени пирки иккĕленместпĕр. Пурне те иртнĕ саманана, Тăван çершывăн историне, хамăрăн паттăрсене асра тытнăшăн тав тăватпăр, малашнехи пурнăçра ырлăх-сывлăх, телей те ăнăçу, таса тÿпе сунатпăр.