Урал сасси
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Кайраклă Çĕнтерÿ кунне палăртнă

Çĕнтерÿ кунне ирттересси – пысăк та пархатарлă ĕç. Пĕтĕм Раççей Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 79 çул çитнине хастар хатĕрленнĕ. Элшей районĕнчи Кайраклă ялĕнче пурăнакансем те çак куна тивĕçлĕ тимлĕх уйăрнă. Ял çыннисемпе вăрçа хутшăннисен тăванĕсем пухнă укçапа Çĕнтерÿ стеллине çĕнетнĕ, хÿмине юсанă, мемориал хăми тума заказ панă.

Кайраклă Çĕнтерÿ кунне палăртнă
Кайраклă Çĕнтерÿ кунне палăртнă

2024 çулхи май уйăхĕн 9-мĕшĕнче вырăнти клуб ĕçченĕсем йĕркеленипе «Никама та манман, нимĕн те манăçман» митинг иртнĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен таврăннă паттăрсене халалланă мемориал хăмине уçнă. Çанталăк ăшă пулманнине пăхмасăр халăх йышлă пухăннă. Ял çыннисем, хăнасем çемйисемпе килнĕ. Вĕсен хушшинче Афганистанпа Чечен вăрçин ветеранĕсем, ятарлă сар операцине хутшăннă салтаксен çемйисем пулнă.

Мемориала уçас умĕн сăмах калама Акçун ял Канаш пуçлăхне Дмитрий Сидорова, çар операцине хутшăнакан салтакăн амăшне Вера Петрована, стеллăна тирпей-илем кĕртес ĕçе йĕркеленĕ Елизавета Герасимована сăмах панă. Палăк умне чечек кăшăлне Афган вăрçин ветеранĕ Евгений Петров тата Донецк Халăх Республикин Артемовск хулине ирĕке кăларнă чух пуçне хунă паттăрăн амăшĕ Галина Петрова хунă.

Дмитрий Алексеевич ял çыннисемпе хăнасене  Çĕнтерÿ кунĕпе саламланă, палăка тирпей-илем кĕртес ĕçре пулăшу панă çынсене тав тунă. Вăрçă хирĕнче тăшманпа  çапăçнă, Çĕнтерĕве çывхартса тылра тăрăшнă ял çыннисен ячĕсене аса илнĕ, вĕсен тăхăмĕсене паянхи кун та фашизмпа кĕрешме тÿр килнине палăртнă. Вăл СССР Халăх комиссарĕсен Канашĕн председателĕн Вячеслав Молотовăн сăмахĕсене «Пирĕн ĕç тĕрĕс, тăшмана аркатăпăр, Çĕнтерÿ пирте пулĕ!» («Наше дело правое, враг будет разбит, победа будет за нами!») илсе кăтартнă.

Пухăннисене Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă тăванĕсем çинчен Флюра Ларионова, Луиза Иванова каласа панă. Ял çыннисемпе хăнасене уяв ячĕпе Элшей район администрацинчен килнĕ Данир Ахмадышин, Дмитрий Шелковников саламланă,  мемориал хăми умне чечек çыххисем хунă. Ятарлă çар операцине хутшăнакан салтак амăшĕ Вера Петрова «Салтак пăтти» уй-хир кухни йĕркеленĕ. Мероприяти шăплăх минучĕ иттернипе, пурте пĕрле «Çĕнтерÿ кунĕ» («День Победы») юрра юрланипе вĕçленнĕ.

Кайраклă Çĕнтерÿ кунне палăртнă
Кайраклă Çĕнтерÿ кунне палăртнă
Кайраклă Çĕнтерÿ кунне палăртнă
Кайраклă Çĕнтерÿ кунне палăртнă
Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: