Сумлă кинемисем патне Белорецк хулинчи олимп резервĕн спорт шкулĕн директорĕ Галина Рыжкина килсе çитнĕ.
Фашист концлагерĕсенче асап тÿснĕ Мария Ивановна халĕ 99 çулта, Турă хушсан июль уйăхĕн 8-мĕшĕнче 100 çул тултарĕ. Тамара Дмитриевна – тыл ĕçченĕ. Вăл 95 çул тултарнă.
«Белорецк хулинче пурăнакан икĕ хĕрарăм та пурнăçа юратаççĕ, ырă кăмăллă та тарават. Пире хаваспах кĕтсе илчĕç. Мăнаçланса тата пăлханса юбилей медалĕсене йышăнчĕç. Хăйсене тимлĕх уйăрнăшĕн тав турĕç. Хисеплĕ ветерансене çирĕп сывлăх, ялан çумра тăван та çывăх çынсем пулма, Çĕнтерÿ кунне çирĕп ăс-тăнпа кĕтсе илме сунатапăр», - тесе çырнă муниципалитет сайтĕнче.
Маларах Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчи Çĕнтерĕве 80 çул çитнине халалланă медальсемпе Пишпÿлек районĕнчи 102 çулхи Пелагея Николаевна Леонтьевана тата Аскин районĕнчи 100 çулхи Александра Прокопиевна Степучевана саламланă.