+12 °С
Пӗлӗтлӗ
Апрель уйăхĕн 29-мĕшĕнче ирхи 9:30 сехетре Ĕпхĕве Çĕнтерÿ поезчĕ килсе çитĕ тесе пĕлтернĕ Куйбышев чугун çулăн Пушкăртстанри уйрăмĕ. Программа 12:30 сехетчен тăсăлĕ. Ретропоезд йышĕнче ятарлă экспонатсенчен тăракан 9 платформа пулĕ: амфиби-автомобиль, йывăр бронетехника, пемелли хĕç-пăшалсен хăйне евĕрлĕ тĕслĕхĕсем, «Вилĕмсĕр полк» вагонĕсем.
Çĕнтерÿ поезчĕ Çтерлĕ хулине çав кунхинех каçпа килсе çитĕ. Программа 18:50 сехетре пуçланса 21:20 сехетре вĕçленĕ.