Аслă Çĕнтерÿ кунĕ
24 Апреля 2025, 11:30

Тылри хĕрарăмсене халалланă палăк уçăлнă

Çтерлĕпуç ялĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 80 çул çитес умĕн  тылри хĕрарăмсен паттăрлăхне халалласа палăк лартнă.

Тылри хĕрарăмсене халалланă палăк уçăлнăТылри хĕрарăмсене халалланă палăк уçăлнă
Тылри хĕрарăмсене халалланă палăк уçăлнă

Ăна районти культура çурчĕ умĕнче вырнаçтарни çинчен Çтерлĕпуç район администраци пуçлăхĕ Рустам Рахмангулов хăйĕн социаллă сечĕсенче пĕлтернĕ.

«Палăка çуран Раевка станцине вăхăтлăх лагерĕнче пулнă упăшкисем валли апат илсе кайнă хĕрарăмсем ячĕпе лартрăмăр. Вăл çамрăк ăрăва  ĕç пĕлтерĕшĕпе  çынсем йывăр вăхăтра  пĕрле пулмаллине тата район историне астутарса тăтăр», - тесе çырнă Рустам Рахмангулов.

Проекта организацисен ертÿçисем, фермер хуçалăхĕсем, депутатсем, предпринимательсем тата район çыннисем пулăшнипе пурнăçа кĕртнĕ.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас