Урал сасси
+14 °С
Облачно

Владимир Путин Пушкăртстанра пурăнакан 5700 ветерана Çĕнтерÿ кунĕпе саламлĕ

Çĕнтерÿ кунĕ умĕн почтальонсем Пушкăртстанри Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсем патне Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн салам çырăвĕсене илсе çитерĕç тесе пĕлтернĕ федераллă почта çыхăнăвĕн Пушкăртстан Республикинчи управленийĕ.

Владимир Путин Пушкăртстанра пурăнакан 5700 ветерана Çĕнтерÿ кунĕпе саламлĕВладимир Путин Пушкăртстанра пурăнакан 5700 ветерана Çĕнтерÿ кунĕпе саламлĕ
Владимир Путин Пушкăртстанра пурăнакан 5700 ветерана Çĕнтерÿ кунĕпе саламлĕ

Май уйăхĕн 2-8-мĕшĕсенче çак категорине кĕрекен хаклă çынсем патне пурĕ республикипе 5700 адреспа çырусем килсе çитĕç. Петĕмĕшле Раççейĕпе çĕршыв пуçлăхĕ ятран янă (персональный) 259 700 салам çырăвĕ пулмалла. Çырура Владимир Путин Аслă Çĕнтерĕве 81 çул çитнĕ ятпа саламласа çырнă тата хай алă пуснă открытка пур.

Пушкăртстанри почта çыхăнăвĕн управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх, почта ĕçченĕсем ветерансем уяв кунĕсене кирек ăçта ирттерсен те салам çырăне вăхăтра вĕсем патне илсе çитерме шантараççĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас