

– Тĕп мероприятисенчен пĕри Ĕпхÿ гарнизонĕнчи çар çыннисем Октябрь проспечĕ тăрăх 12 сехетрен пуçласа 13 сехетчен утса иртни пулĕ, - пĕлтернĕ ПР правительствин премьер-министрĕн çумĕ Ирек Сагитов. – Кунта Ĕпхÿ гарнизонĕн çар çыннисенчен, федераллă ĕç тăвакан власть органĕсен ĕçченĕсенчен, СВОна хутшăннă «Башкортостан» полкĕн тата С. Юлаев ячĕллĕ батальон салтакĕсенчен, çар службин тата çар хирĕç тăрăвĕсен ветеранĕсенчен, икĕ пине яхăн курсантсемпе кадет училищинче вĕренекенсенчен тăракан 25 парад расчечĕсем иртĕç.
Ун хыççăн малтанхи вĕçев хатĕрленĕвне иртекен Муса Гареев ячĕллĕ шкул-интернат кадечĕсем, М. Шаймуратов ячĕллĕ классенче, тинĕс пехотин кадет класĕсенче вĕренекенсем, çамрăк армеецсен (60-шар çын) Çĕнтерÿ ялавĕн копине, Раççей Федерацин, Пушкăртстан Республикин тата Ĕпхÿ хулин ялавĕсене йăтса иртĕç. Парада ертсе пыма çар комиссарĕн çумне Ринат Латыпов полковника шанса панă. Парада йышăнаканĕ – республикăри çар комиссарĕ Михаил Блажевич.
Унтан 16 çар техникине, вĕсенчен тăваттăшĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче усă курнисем, ирттерме палăртаççĕ. Чаплă мероприяти Ка-32 виçĕ вертолет, Ми-8 тата «Первушино» аэродроман пĕчĕк авиацин пилĕк самолечĕ Раççей тата Пушкăртстан ялавĕсене çаклатса вĕçнипе вĕçленĕ.
Генераллă репетици Октябрь проспектĕнче май уйăхĕн 7-мĕшĕнче 19.00-21.00 сехетре çĕр çинчи тата сывлăш техникипе иртĕ.
Чаплă парад пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх чи лайăх расчетсене палăртĕç. Çĕнтерÿçĕсене Пушкăртстан Республикин Пуçлăхĕн куçса çÿрекен Кубокĕпе тата дипломсемпе чыслĕç.
Пушкăрстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров Çĕнтерÿ кунĕнчи хăрушсăрлăх енĕпе хушусем панă.