Урал сасси
+7 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Политика
13 Майӑн 2022, 09:50

Siemens концерн Раççей рынокĕпе сывпуллашать

Siemens нимĕç компанийĕ Украинăри лару-тарăва пула Раççей рынокĕнче ĕçлеме пăрахать. Çакăн çинчен вăл хăйĕн официаллă сайтĕнче пĕлтернĕ.

Siemens концерн Раççей рынокĕпе сывпуллашать
Siemens концерн Раççей рынокĕпе сывпуллашать

ТАСС «Financial Times» (вырăсла «Файнэ́ншел таймс») хаçат çине тайăнса Siemens мĕншĕн Раççейре бизнес ĕçĕсене тума пăрахнине пĕлтерет. Тĕп сăлтавĕ Раççей Федерацийĕ Украина территоринче ятарлă çар операцийĕ пуçлани пулса тăрать.

Siemens заявленийĕ тăрăх, компанин Мюнхен хулинчи ушкăнĕ (вăл поездсем тăвать, заводсемпе пысăк тавар туса кăларакансене программăсемпе тивĕçтерет) Евросоюз йышăннă санкцисене пула тĕнче шайĕнче Раççее таварсемпе тивĕçтермелли çĕнĕ операцисене пурнăçлама пăрахнă тенĕ.

2018 çулта Siemens Раççейре ĕçлеме пуçланăранпа 165 çул çитнине паллă тунă. Асăнна концерн пирĕн çĕршывра 1946-1992 çулсенче Совет Союзĕпе Америка хушшинчи сивĕ хутшăнусем (холодная война) вăхăтĕнче те ĕçленĕ. 2011 çулта Мускавра вăл çĕнĕ штаб-квартирине уçнă пулнă.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: