Михаил Горбачев Ставрополь крайĕнчи Привольное ялĕнче 1931 çулхи март уйăхĕн 2-мĕшĕнче çуралнă. 1955 çулта лайăх паллăсемпе Мускав патшалăх университечĕн (МГУ) юрист факультетне пĕтернĕ, 1971 çултан пуçласа 1991 çулччен партин Тĕп комитечĕн пайташĕ пулнă.
Генсек тивĕçĕсене пурнăçланă тата Совет Союзĕн ертÿç пулнă вăхăтра вăл «çĕнйĕркелÿ» («перестройка») пуçаруçи тата идеологĕ пулнă. 1990 çулта тĕнчери Нобель премине тивĕçнĕ.
Политика карьери вĕçленсен Михаил Сергеевич общетво тата литература ĕçĕ-хĕлĕнче тăрăшнă.
Раççей Президенчĕ Владимир Путин Михаил Горбачев вилнĕ пирки хурланни çинчен пĕлтернĕ.
Совет саманинчи политика ертÿçине Мускаври Новодевичье масар çинче мăшăрĕпе, Раиса Максимовнăпа, юнашар пытарĕç.
Юрий СНЕГОПАД.