ПР ТСК кăтартăвĕсем тăрăх, суйлавçăсен сасăлавĕ çакна кăтартса панă: «Пĕрлĕхлĕ Раççейшĕн» 1 063 631çын сасăланă, Раççей Федерацинчи коммунистсен партийĕшĕн (КПРФ) – 180 696, Раççейри либераллă демократсен партийешĕн (ЛДПР) – 119 373, «Раççейри тĕрĕслĕхшĕн тăракан - Патриот - Тĕрĕслĕхшĕн» партишĕн – 114 056, «Çĕнĕ çынсемшĕн» - 52688.
Çапла вара «Пĕрлĕхлĕ Раççей» 41 мандат çĕнсе илме пултарнă, КПРФ – 6, ЛДПР тата «Раççейри тĕрĕслĕхшĕн тăраканс – Патриот -Тĕрĕслĕхшĕн» - тăватшар. Пĕр мандатлă округсене шута илсен «Пĕрлĕхлĕ Раççей» 87 мандат пухнă, КПРФ – 8, «Раççейри тĕрĕслĕхшĕн тăракан» парти - 5, ЛДПР -4, хăйсем тĕллĕн суйлава хутшăннисем (самовыдвиженцы) - 4, «Çĕнĕ çынсем» - 1, «Симĕссисен» партийĕ – 1.
Парламента иртнĕ депутатсен тулли списокĕпе регионти Тĕп суйлав комиссйĕ хатĕрленĕ документра паллашма пулать.
Патшалăх Пухăвĕн-Курултайăн çĕнĕ йышĕн пĕрремĕш ларăвĕ октябрь уйăхĕн 5-мĕшĕнче иртмелле.
Юрий СНЕГОПАД.