Урал сасси
+7 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Политика
9 Ноябрӗн 2023, 15:04

Узбекистанпа Пушкăртстан культура еткерлĕхне сыхласа хăравас ĕçе пĕрле пурнăçлĕç

Самарканд хулинче тĕп Ази тĕпчевĕсен Пĕтĕм тĕнчери институчĕн академи канашĕн çулсерен йĕркелекен ларăвĕ иртнĕ. Унта Пушкăртстан делегацийĕ те хутшăннă.

Узбекистанпа Пушкăртстан культура еткерлĕхне сыхласа хăравас ĕçе пĕрле пурнăçлĕç
Узбекистанпа Пушкăртстан культура еткерлĕхне сыхласа хăравас ĕçе пĕрле пурнăçлĕç

Мероприяти шайĕнче тĕп Ази тĕпчевĕсен Пĕтĕм тĕнчери институчĕпе Пушкăртстанри культура еткерлĕхĕн объекчĕсене упраса хăварассипе ĕçлекен управлени тата ЮНЕСКО ĕçĕсем енĕпе тăрăшакан ПР комитечĕ хушшинче культура еткерлĕхне сыхласа хăравас тĕллевпе пĕрле тачă çыхăнса ĕçлесси  çинчен калакан килĕшĕве алă пуснă. Узбекистанпа Пушкăртстан пĕрлехи проектсене пурнăçа кĕртĕç, отрасльти специалистсемпе улшăнĕç, форумсемпе конференцисем, семинарсемпе куравсем йĕркелĕç.

 - Асăннă килĕшÿ пирĕн çĕршывсене пĕр-пĕрин опычĕпе паллашма, культура объекчĕсене упраса хăварма, вĕсене çĕнĕрен пуçарса яма, тĕнчери культура еткерлĕхне сыхласа хăварас тĕллевпе пĕрле тачă çыхăнса ĕçлекен халăхсен хушшинчи çыхăнăва çирĕплетме пулăшĕ. Паянхи ларăва хутшăннă çĕршывсенчен чылайăшĕ пирĕнпе ĕçлеме кăмăл пуррине пĕлтерчĕç. Çакна шута илсе Кăркăстанпа Казахстан тата Азербайджан представителĕсемпе калаçусем ирттернĕ. Пирĕн шихансем, вĕсене сыхласа хăвармалли майсем, Воскресенский пăхăр шăратмалли завод, индустри еткерлĕхне упраса хăвармалли тата аталантармалли стратеги ( вăл  2035 çулччен ĕçлет) уйрăм интерес çуратрĕç,  - каласа панă ЮНЕСКО ĕçĕсем енĕпе тăрăшакан ПР комитечĕн директорĕ Элина Гатауллина.

Тĕп Ази тĕпчевĕсен Пĕтĕм тĕнчери институчĕн академи канашĕн ларăвне Азербайджанпа Иран, Казахстанпа Кăркăстан, Монголипе Пакистан, Таджикистанпа Турци тата Узбекистан представителĕсем хутшăннă.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: