Урал сасси
+7 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Политика
8 Декабрӗн 2023, 16:10

Декабрĕн 14-мĕшĕнче Путин çулталăк пĕтĕмлетĕвне тăвать

Декабрь уйăхĕн 14-мĕшĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин иртсе пыракан 2023 çул пĕтĕмлетĕвне тăвĕ. Мероприяти пĕрлештернĕ форматпа иртĕ: пресс-конференци тата тÿрĕ лини. Ятарлă студинче массăлла информаци хатĕрĕсен Раççейри, регионсенчи тата ют çĕршывсенчи ĕçченĕсем пулĕç.

Декабрĕн 14-мĕшĕнче Путин çулталăк пĕтĕмлетĕвне тăвать
Декабрĕн 14-мĕшĕнче Путин çулталăк пĕтĕмлетĕвне тăвать

Декабрь уйăхĕн 1-мĕшĕнче Раççейре пурăнакансенчен ыйтусем йышăнма пуçланă. Ыйтусене moskva-putinu.ru сайт урлă; 8-800-200-40-40  тÿлевсĕр телефонпа, 0- 40-40 тÿлевсĕр СМС пĕлтерÿпе (сообщени) тата ВКонтакте», «Однокласники» социаллă сетьсем урлă пама пулать.

Эрне хушшинче пурĕ президент адресĕпе пурĕ 250 пин ытла тĕрлĕ темăллă ыйтусем килнĕ. Чи çивĕччисем социаллă тÿлевсемпе, ятарлă операципе, сывлăх сыхлавĕпе çыхăннисем шутланаççĕ. Унсăр пуçне çынсем хăйсен шухăшĕсемпе тата сĕнĕвĕсемпе паллаштараççĕ. Çапла майпа, тĕрлĕ формата пĕрлештерсе, мероприятие журналистсем çеç мар, çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче пурăнакансем те хутшăнаççĕ.

Владимир Путин ыйтусене хăй суйласа илет, пĕрлештернĕ пĕтĕмлетÿ мероприяти вăхăтĕнче вĕсем çине хурав парĕ. Анчах та пĕр ыйту та тимлĕхсĕр юлмасть, енчен те вĕсем эфира лекеймен пулсан та. Кашни ыйту çинех хурав пулĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: