Урал сасси
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Политика
29 Нарӑсӑн , 11:30

Март уйăхĕнчен пĕлтерĕшлĕ законсем вăя кĕрĕç

Çуркуннен пĕрремĕш уйăхĕнчен Раççейре çĕнĕ законсем вăя кĕрĕç. Хăш-пĕр пĕлтерĕшлĕ нормативлă актсем февралĕн юлашки кунĕсенчех ĕçлеме пуçланă.

Март уйăхĕнчен пĕлтерĕшлĕ законсем вăя кĕрĕç
Март уйăхĕнчен пĕлтерĕшлĕ законсем вăя кĕрĕç

Уйрăммăн илес пулсан, малашне ĕçпе тивĕçтерекенсем 16 çулчченхи ачасене çитĕнтерекен пĕччен атте-аннесене ĕçрен кăларса яма пултараймĕç. Унччен маларах çакă 14 çулчченхи ачасем çитĕрентекен çынсене пырса тиветчĕ. Февралĕн 25-мĕшĕнчен çĕршыв хăрушсăрлăхне хирĕç преступлени тунăшăн пурлăха туртса илессипе (конфискация) çыхăннă закон ĕçле пуçланă. Унсăр пуçне авариллĕ çуртсен харпăрçисем социаллă найм килĕшĕвĕ тăрăх черетре тăмасăр урăх çурт-йĕр илме пултараççĕ.

Март уйăхĕн 1-мĕшĕнчен патшалăх экологи мониторингне йĕркелекен системăна пырса тивекен закон вăя кĕрĕ. Вăл çĕршывра пурăнакансене тата власть органĕсен представителĕсене тăван тавралăх мĕнле лару-тăрура пулнине пĕлтерсе тăрĕ, хăрушлăхран сыхланма пулăшĕ.

Эрех-сăра продукцине марка лартас йĕрке те улшăнĕ. Малашне эрех-сăран тĕсне, кам туса кăларнине тата иçĕм сортне кăтартмалла пулĕ. Тепĕр улшăну законсăр майпа сигарет сутакансене хирĕç кĕрешессине пырса тивĕ.

Раççейре банксенчи вкладсене страхлас система анлăланĕ. Унта вăтам предприятисене, коммерции шутне кĕмен организацисене тата профсоюзсене кĕртĕç.

Килти чĕр чунсене усрас тата вĕсене вырăнсенче сутас  йĕркесем те улшăнĕç. Улшăнусем чĕр чунсен тĕсĕсене шута илсе уйрăлса тăрĕç. Пÿлĕмсем таса та çутă пулмалла, чирлĕ чĕр чунсене ыттисенчен уйăрмалла, сиплемелле.

Автомобиль хуçисем кĕске вăхăта ОСАГО килĕшĕвĕсем тума пултарĕç: пĕр кунран пуçласа виçĕ уйăх таран. Çакăн йышши полис страхлав тарифĕн коэффициенчĕ чакассине шута илет.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: