«Ниме пăхмасăр пирĕн çĕршыв аталанать, малалла утать. Çак çыру социллă пĕлтерĕшлĕ. Унта çынсен пурнăçне лайăхлатасси çинчен нумай каланă. Çакă чи кирли. Çĕнĕ наци проекчĕсем пурнăçа кĕме пуçлаççĕ: «Çемье», «Çамрăксем», «Кадрсем», «Нацисемпе технологисен проекчĕсем». Вĕсем пурте çынсен пурнăçне çăмăллатасипе çыхăннă. Çав вăхăтрах Президентăн кашни сĕнĕвĕ валли укçа-тенкĕ уйăрни паллă, çакă каланă сăмаха çилпе вĕçтерменнине çирĕплетет.
Уйрăм сферăсем пирки калас пулсан, сывлăх сыхлавне, шкулсене, аслă шкулсене çĕнетмелли программăсем пур. Эпир тахçанах кивĕ ача сачĕсенче, аслă шкулсемпе колледжсен общежитийĕсенче, вĕрентÿ корпусĕсенче йĕрке тумалли çинчен калатпăр», - палăртнă Радий Хабиров.
Республика пуçлăхĕ промышленность отрасльне палăрмаллах пулăшу пани тата регионсем инвистицисем явăçтарассипе ĕçлени пĕлтерĕшлĕ тесе шутлать.
«Халĕ регионти командăсем çак программăсемпе вырăнлă усă курасси тĕп тĕллев пулса тăрать. Пирĕн ума хамăр регионта инвестицисен калăпăшне ÿстерессипе питĕ пысăк виçесем тата процентсем лартнă. Малалла ĕçлĕпĕр. Киле питĕ лайăх кăмăлпа таврăнатпăр», - тесе пĕтĕмлетнĕ Радий Хабиров.
Юрий СНЕГОПАД.