Радий Хабиров пĕлтернĕ тăрăх, пĕр енчен – пуçланă проектсене вĕçне çитермелле. Вĕсенчен хăшĕ-пĕрисене çитес 4-5 çул хушшинче пурнăçа кĕртĕç. Унсăр пуçне çăмăл мар вăхăтра пурăннине те ăнланмалла тенĕ Пушкăртстан Пуçлăхĕ. Калаçу вăхăтĕнче вăл «хăй ирĕкĕпе йĕркеленекен подразделенисен пуçаруçи» пулнине те аса илтернĕ.
- Ятарлă çар операцине хутшăнакан паттăрсене пулăшу парас ĕçе тивĕçлĕ йĕркелемелле. Эсир пулăшу мерисем, гуманитари конвойĕсем çинчен веçех пĕлетĕр. Çак çăмăл мар вăхăтра ĕçрен тухса кайма кирлĕ мар тесе шутлатăп, - хăйĕн шухăшне пĕлтернĕ Радий Хабиров. – Çынсене мĕн шантарнине эпир пурнăçлатпăр. Çав вăхăтрах каланине пурнăçламан самантсем те пур. Вĕсене пурнăçламаллах.
Радий Хабиров иккĕмĕш срока суйланма кăмăл тунин виççĕмĕш сăлтавĕ – çăмăл мар вăхăтра пĕр тĕвве пĕрлешесси.
- Çакна тума пултаратпăр тесе шутлатăп. Эпир республикăпа пĕрле ковида çĕнтертĕмĕр. Ку – питĕ йывăр истори. Халĕ пирĕн экономикăна пысăк витĕм кÿрекен санкци политикипе, ятарлă çар операцийĕпе çыхăннă йывăрлăхсене пĕрле чăтса ирттермелле. Çакна ăнланмалла, - тенĕ регион ертÿçи.
Тăваттăмĕш сăлтавĕ – хăйне евĕрлĕ çĕкленÿллĕ кăмăл.
- Унсăрăн ĕçлеме юрамасть. Çĕкленÿллĕ кăмăл тени мĕн-ха вăл? Ун пек чухне пĕр-пĕр ĕç тăвас килет. Кайран унпа чăннипех мăнаçланма сăлтав пултăр. Республика та çакăншăн савăнтăр. Çак енĕпе шухăшсем те, проектсем те пур. Вĕсене пурнăçа кĕртес килет. Кунта çĕкленÿллĕ кăмăлсăр ĕç тухмĕ, - тесе хурав панă Радий Хабиров.