Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Политика
4 Майӑн , 11:00

Владимир Путинăн инаугурацийĕ май уйăхĕн 7-мĕшĕнче иртĕ

Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн инаугурацийĕ май уйăхĕн 7-мĕшĕнче 12.00 сехетре (Мускав вăхăчĕпе) иртĕ тесе пĕлтерет ТАСС.

Владимир Путинăн инаугурацийĕ май уйăхĕн 7-мĕшĕнче иртĕ
Владимир Путинăн инаугурацийĕ май уйăхĕн 7-мĕшĕнче иртĕ

Çĕршыв пуçлăхĕн пресс-секретарĕ Дмитрий Песков палăртнă тăрăх, патшалăх пуçлăхĕ хăйĕн тивĕçĕсене пурнăçлама тытăннине чаплăн паллă тăвас кун умĕн Кремльте «ĕçлĕ» кăмăл-туйăм хуçаланĕ.

РФ ЦИК кăтартăвĕсемпе килĕшÿллĕн иртнĕ суйлавра В.Путин суйлавçăсен 87,28%  пухма пултарнă. Пушкăртстанра унăн кандидатуришĕн 90,96% хăйсен сассине панă. Пĕтĕмĕшле çĕршывĕпе Раççей çыннисен 77,49% (87 576 075 суйлавçă) суйлава хутшăннă.  

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: