Урал сасси
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Политика
7 Майӑн , 15:30

Раççей Почти Владимир Путинăн инаугурацине халалласа марка кăларнă

Раççей Почти Владимир Путин май уйăхĕн 7-мĕшĕнче Раççей президенчĕн должноçне йышăннине халалласа марка кăларнă. Почта марки çинче çĕршыв карттине тата патшалăх пуçлăхĕн штандартне сăнланă.

Раççей Почти Владимир Путинăн инаугурацине халалласа марка кăларнă
Раççей Почти Владимир Путинăн инаугурацине халалласа марка кăларнă

Марка тиражĕ 156 000 экземплярпа танлашать, номиналĕ – 29 тенкĕ. Почта марки çумне хушма конвертсем кăларнă. Унсăр пуçне Мускавпа Санкт-Петербург тата ытти пысăк хуласем валли ятарлă пичет пуснă  штемпель хатĕрленĕ.

Паян Владимир Путинăн пиллĕкмĕш инаугурацийĕ иртнĕ. Çĕршывăн çĕнĕ историйĕшĕн вăл саккăрмĕш. Çапла майпа паянхи кунтан çĕнĕ президент срокĕ вăй илет, вăл 2030 çулччен тăсăлĕ.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: