Урал сасси
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Политика
7 Сентябрӗн , 14:25

Ĕпхÿри юрист ятарлă çар операцийĕ суйлава мĕнле витĕм кÿни çинчен каласа панă

Юридици наукисен кандидачĕ, право институчĕн кафедрин доценчĕ, 100 пин аудитори пухнă Игорь Кузнецов блогер «Пушкăртстан Пуçлăхĕн суйлавĕ – 2024» обществăпа пресса центрĕнче ятарлă çар операцийĕ суйлава мĕнле витĕм кÿни тата черетлĕ фейка тăрă шыв çине кăларни çинчен каласа панă.

Ĕпхÿри юрист ятарлă çар операцийĕ суйлава мĕнле витĕм кÿни çинчен каласа панă
Ĕпхÿри юрист ятарлă çар операцийĕ суйлава мĕнле витĕм кÿни çинчен каласа панă

Эксперт палăртнă тăрăх, Раççейре пурăнакансем ятарлă çар операцийĕ пуçланнăранпа ытларах вулама, политикăпа кăсăкланма пуçланă, мĕншĕн тесен çынсем мĕн пулса иртнине, сăлтавĕ мĕнре пулнине ăнланма тăрăшаççĕ.

Хĕвеланăç Раççее хирĕç политика ирттернĕ май мĕн шута илмен-ха? Пирĕн менталитетра «Пирĕннисене хĕнеççĕ» текен каларăш пур. Çакăн пек лару-тăрура эпир пĕр шухăшласа тăмасăрах хамăрăннисене çăлма васкатпăр, кайран çеç мĕн пулса иртнине тишкеретпĕр. Çавăнпа та çĕршыва хирĕç йышăннă санкцисем пире власть тавра пĕр тĕвве пухрĕç, — тенĕ Игорь Кузнецов. — Унсăр пуçне Раççейре ятарлă çар операцийĕнчен таврăнакансен шутĕнчен тăракан политиксен çĕнĕ класĕ йĕркеленме пуçланнă.

Çавăн пекех юрист ĕнер, сентябрь уйăхĕн 6-мĕшĕнче, социаллă сетьсенче Пушкăртстанри пăснă бюллетеньсем çинчен сарăлнă информацие те ăнлантарса панă.

Çакă - фейк. Сӑн ÿкерчĕксене пысăклатсан бюллетеньсем çинче 2013 çул тесе çырни курăнать. Кам тăвать-ха çакна? Паллах, укçа-тенкĕ «ĕçлесе» илме хăтланнă пĕр-пĕр çын. Ку ятарласа хатĕрленĕ акци, çакăн йышши ĕçсене ытларах Украинăри «компьютерсем хушшинче ларакан салтаксем» тăваççĕ, - тенĕ эксперт.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: