Чăн малатан кунта калаçу ĕçсĕррисен шутне тата инфляцине чакарса шайлашуллă экономика ÿсĕмĕн çирĕп çулĕ çине тухасси пирки пырать. Путин çакă вăл Раççей правительствипе Тĕп банкăн пĕрле тумалли ĕçĕ тесе палăртнă. Вăл патшалăх политикин механизмĕсенене кирлĕ пек çирĕплетессипе çыхăннă.
«Раççейĕн производство вăй-хăватне ÿстересси тата экономика сĕнĕвĕсене йĕркелесси»,- палăртнă тĕп тĕллевсене çĕршыв пуçлăхĕ.
Сăмахран, бизнеса пулăшмалли мерăсем çинче чарăнса тăнă. Уйрăмах кирлĕ таварсене туса кăларакан отрасльсем пысăк тухăç паччĕр тесе тăрăшмалла. Владимир Путин правительствăна экономика секторĕн ĕçне нормăна пăхăнса пурнăçлама, йĕркелÿ ĕçне лайăхлатма тата администраци барьерĕсене пăрахăçлама хушнă. Бизнес ĕçĕ çине объктивлă факторсем витĕм кÿнине шута илни пĕлтерĕшлĕ тесе асăрхаттарнă Раççей президенчĕ.
Çавăн пекех технологи енчен малта пыни те кирлĕ.
Владимир Путинăн шухăшĕпе пĕтĕмĕшле конкурентсене çĕнтерме пултаракан хамăрăн технологисемпе усă курмалла, вĕсемпе тĕнче рынокне тухмалла. Малтан пурнăçа кĕртмелли (приоритетлă) технологисене аталантарнă чухне гражданла сегментпа оборона сферин ĕçĕсене çыхăнтармалла.
«Хамăрăн йышăнусене, шухăшласа кăларнисене Раççей бизнесĕ инфроструктурăра усă курмалла» ,- çитес çула тепĕр тĕллев лартнă патшалăх пуçлăхĕ.
Паянхи кун халăха пулăшу парасси тата тĕрлĕ сервиссем пуçарса ярасси хальхи вăхăтри технологисен никĕсĕ çинче йĕркеленнĕ. Хĕвел анăçĕнчи аналогсемпе танлаштарсан çакă тухăçлă та шанчăклă пулма май парать.
Владимир Путин тĕнчере укçа-тенкĕ саплашăвĕ тунă чухне тенке (рубль) меллĕрех те тăкаксăртарах тума тăрăшмаллине палăртнă.
Çемьесене пулăшу парасси, демографи лару-тăрăвне лайăхлатасси те тĕп тĕллевсенчен пĕри пулнине çирĕплетнĕ çĕршыв ертÿçи.
Юрий СНЕГОПАД.