-9 °С
Юр
Малтанхи пĕтĕмлетÿсем тăрăх, Олег Гайдукевичшăн – 2,02 %, Анна Канопацскаяшăн – 1,86 %, Александр Лукашенкошăн – 86,82 %, Сергей Сыранковшăн – 3,21 %, Александр Хижнякшăн 1,74 % суйлавçă сасăланă. Пурне те хирĕçлесе сасăлакансен шучĕ 3,60 процентпа танлашнă.
Тĕп суйлав комиссийĕн пĕтĕмлетÿ пресс-конференцийĕ паян, январь уйахĕн 27-мĕшĕнче, иртмелле.
Сăмах май, çакна палăртса хăвармалла, Александр Лукашенко президент пуканне çиччĕмĕш хут йышăнать, Беларусь Республикине тепĕр пилĕк çул ертсе пырĕ. Вăл влаçа 1994 çулта килнĕ, çавăнтанпа пуçлăх тилхепине алăран яман.
Юрий СНЕГОПАД.