«Вăл хăйĕн ĕçĕпе ĕçтешĕсен тата пуçлăхсен хисепне тивĕçнĕ, Раççей Федерацинчи граждансен интересĕсене хÿтĕлес ĕçре пысăк çитĕнÿсем тунă. Унăн профессиллĕ опычĕ тата право сферинчи тарăн пĕлĕвĕ çĕршыв ертÿçисем лартнă тĕллевсене пурнăçа кĕртнĕ çĕрте усăллă пуласса шанатăп. Александр Леонидович хăй умне лартнă тĕллевсене пурнăçа кĕртесси пирки иккĕленместĕп», - тенĕ Игорь Комаров.
Пушкăртстан Пуçлахĕ Радий Хабиров республикăра çĕнĕ федераллă тĕп инспектор ĕçлеме пуçлани регионшăн тата ертсе пыракан командăшăн пĕлтерĕшлĕ пулăм пулнине палăртнă.
«Александр Леонидович - опытлă юрист, пултаруллă профессионал, тухăçлă ĕçлекен ертÿçĕ. Чылай çул хушши прокуратура органĕсенче яваплă постсенче ăнăçлă ĕçленĕ. Нумай çул Атăлçи федераллă округра Раççей Тĕп прокуратурин управлени ертÿçи пулса тăрăшнă. Александ Леонидович Пушкăртстан Республикинчи тĕп федераллă инспектор пулнă май ĕçре тата çынлăх хутшăнавĕсенче чи лайăх енсене кăтартасса, тĕрлĕ шайри власть органĕсенчи ведомствосем хушшинче хутшăнусене çирĕплетес ĕçре пысăк тÿпе хурасса, пĕрле наци проекчĕсемпе патшалăх программисене тухăçлă пурнăçласса шанатăп. Паян Александр Леонидовича çак ĕçре ăнăçусем сунатăп», - тенĕ Радий Хабиров.
Пушкăртстанăн çĕнĕ федералла инспекторĕ республика аталаннине, çĕнĕ объектсем çĕкленнине, регион хăй умĕнче тăракан тĕллевсене ăнăçлă пурнăçланине палăртнă.
Маларах Пушкăртстанри тĕп федераллă инспектор Алексей Касьянов çак ĕç вырăнĕнчен кайнине пĕлтернĕччĕ. Республикăри управлени центрĕнче иртнĕ правительствăн черетлĕ оперативлă канашлăвĕнче ăна Радий Хабиров патшалăх ĕçĕнче нумай çул хушши тухăçлă ĕçленĕшĕн Халăхсен туслăх орденне парса чысланă.
Юоий СНЕГОПАД.