Эрне кун, январь уйăхĕн 30-мĕшĕнче, Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров çулсерен Патшалăх Пухăвĕн - Курултайăн депутачĕсем патне тухакан уçă Çырупа (Посланипе) паллаштарĕ. Ăна тăватă телеканалпа кăтартĕç: БСТ, «Салям», «Россия-24», «Вся Уфа». Çавăн пекех регион ертÿçин социаллă сечĕсенче те пулĕ. Йăлана кĕнĕ тăрăх уçă Çырура Радий Хабиров Пушкăртстанăн тĕп аталану енĕсене тата малашне чи малтан тумалли ĕçсене палăртĕ.
Паянхи кун тĕлне ПР Патшалах Пухăвĕн депутачĕсем те уçă Çыру пирки хăйсен шухăшĕсене пĕлтернĕ. Сăмахран, Юлия Краснова халăх тарçи Радий Хабиров парламента янă Çырура ытларах ятарлă çар операцине хутшăнакансемпе вĕсен çемйисене пулăшу парасси çине ытларах тимлĕх уйăрасса шанать.
Юрий СНЕГОПАД.