Пур хыпар та
Политика
4 Нарӑсӑн , 10:00

Правительство Раççейри Халăхсен пĕрлĕхĕн çулталăкĕн логотипне çирĕплетнĕ

РФ Правительстви Раççейри Халăхсен пĕрлĕхĕн çулталăкĕн официаллă логотипне çирĕплетнĕ.

Правительство Раççейри Халăхсен пĕрлĕхĕн çулталăкĕн логотипне çирĕплетнĕ
Правительство Раççейри Халăхсен пĕрлĕхĕн çулталăкĕн логотипне çирĕплетнĕ

Графика символĕ вырăнне Мускаври Хĕрлĕ площадьре вырнаçнă  Мининпа Пожарский палăкĕн сăнарне суйласа илнĕ. Авторсен шухăшĕпе «палăк сăнарне Раççейри тĕрлĕ халăх представителĕсем тăрăшнипе йĕркеленнĕ пĕрлĕхĕн, граждансен пĕр шухăшлăхĕн тата истори хаклăхĕсен метафори пек йышăнаççĕ».

Халăхсен пĕрлĕхĕн çулталăкĕн тĕп тĕллевĕ – кашни халăхăн хăйне евĕрлĕхне палăртасси, чĕлхесемпе йăла-йĕркесене, истори астăвăмне тата культура уйрăмлăхĕсене сыхласа хăварасси. Шăпах вĕсем патшалăх хăрушсăрлăхĕпе никама пăхăнманлăхĕн никĕсĕ пулса тăраççĕ.   

 Халĕ пирĕн MАХ мессенджерта официаллă канал пур! Унта https://max.ru/ursassi каçăпа куçма пулать.

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас